умерший; покойник. || Вилнĕ çын, по понятиям чуваш, делается чем-то в роде злой силы, которая может поражать людей болезныо („тытма“). Юрк. „Вилнĕ çын“ хай ыйтнине пĕлсен, пурте ăна нимĕн пама хушмаççĕ. Етрух. Ĕлĕкхи вилнĕ çынсем çинчен. Ĕлĕк, çын вилсен, çăвассине хальхи пекех çăвнă, анчах тумтирне ăрасна тăхăнтарнă. Унăн пуçне çĕлĕк тăхăнтарнă, пӳне çăмран тунă сăкман тăхăнтарнă, тачка, сарлака пиçикки çыхнă. Вара унта пĕр çĕçĕ, çăпата тума шĕшлĕ, калăп панă. Асатте калачĕ: вил пытарма кайнă чухне лаша епле пырать, çавăн пек чупаççĕ питĕ хытă: усал пĕрле ларса пырать, тесе. Виле тепле тупăкран тухса ӳкместчĕ. Тата кам сăрнай калать е шăпăр каланă, у вилсен, ялтан тухиччен, тупăкĕ çине ларса, сăрнай е шăпăр каланă. N. Вилнĕ çынна асăнса çинĕ чухне ăна çитермесен, выльăхсене киле аван илсе кӳмес, теççĕ. Сказки и пред. чул. 74. Силпи ялĕ, харлатса, вилнĕ çын пек çывăрать. Сред. Юм. Вилнĕ çын алланать (говорят, когда идет дождь сквозь солнце). Юрк. Вилнĕ çын çумăр(ĕ), хĕвел витĕр çунă çумăр, час типсен, ăшă пулат. || Брань. КС. Ай, вилнĕ çын, çавна та тăваймасть (висляй)!
Çавăн пекех пăхăр:
вилла вилле хывни вилли карăнман вилмен « вилнĕ çын » вилнĕ çын варĕ вилнĕ çын кĕперри вилнĕ çын турпасси вилнĕ çын хывма вилнĕ çын-сăри